Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче авари пулнӑ: ГАЗель тата «Фольксваген» ҫапӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри паташалӑх автоиспекцийӗ пӗлтерет.
Инкек М-7 автоҫулӑн 586-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Шел те, авари ҫухатусӑр пулман: икӗ ҫын вилнӗ, тепри аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та ГАЗельпе ҫапӑннӑ. Унти водитель тата пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. ГАЗель водителӗ аманнӑ. Аварире пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсем ҫамрӑк – 20-30 ҫулсенчисем.
Ҫак кунсенче Канаш районӗнчи Маяк ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ авари пирки те пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Патӑрьелтен Шупашкара кайма тухнӑ микроавтобус ҫине КамАЗ кӗрсе кайнӑ.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа концерт иртнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ композиторӗ, РСФСР тата Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Анисим Асламас /Васильев/ — юрӑсемпе романссен, ораторипе сонатӑсен, пысӑк калӑплӑ хайлавсен авторӗ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламас ялӗнче 1924 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2000 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн хайлавӗсем чӑваш культурин ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ.
Концерта Анисим Асламасӑн хӗрӗсем (вӗсем иккӗшӗ те Шупашкарти музыка училищинче ӗҫлеҫҫӗ) Евгения Анисимовна тата Татьяна Анисимовна та хутшӑннӑ. Концертра Асламасӑн 1985 ҫулта ҫырнӑ «В мире животных» сюити янӑранӑ.
Паян 9 сехетрен пуҫласа пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗччен урамра газ шӑрши туйсан пӑшӑрханса ан ӳкӗр. Ҫак тапхӑрта республикӑна ортодонт илсе килеҫҫӗ. Ҫак япалана газа яраҫҫӗ, ҫапла майпа унӑн шӑрши туйӑнать. Ку шӑршӑ вара газ сывлӑша тухнине пӗлме май парать.
Шупашкарти магистральлӗ газопроводсен лини производство управленийӗ ортодонта ҫак маршрутпа илсе килет: «Шупашкар» КС-22, Шупашкарти ГРС-1, Болдино, Ужовка, Шупашкарти ГРС ТЭЦ-2. Унтан ӑна ҫӗр айӗнчи пичкене яраҫҫӗ.
Ортодонт илсе килнӗ чухне Шупашкарта, Шупашкар, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Муркаш, Етӗрне районӗсенче газ шӑрши кӗме пултарӗ. Ыйту сиксе тухрӗ тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8 (8352) 56-09-20, 30-54-09.
Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакансем каяш кӳрсе тухнӑшӑн сахалрах тӳлеме тытӑнӗҫ: тарифа 20 процент чакарнӑ. Ҫак хак регион операторӗ норматива ҫӗнӗрен ҫирӗплетиччен вӑйра пулӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ялта пурӑнакансен пӗр ҫын пуҫне уйӑхсерен 60,71 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Апла пулин те каласа хӑвармалла: хула тӑрӑхӗсенче тата район центрӗсенче пурӑнакансем малтанхи пекех тӳлӗҫ.
Палӑртмалла, хальхи вӑхӑтра республикӑра ӑпӑр-тапӑр илсе тухнӑшӑн тӳлеве палӑртас тӗллевпе нормативсене ҫӗнӗрен пӑхса тухаҫҫӗ. Ҫавна май кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Улатӑртан, Канашран, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай тата Етӗрне районӗсенчен мӗн чухлӗ каяш илсе тухнине виҫнӗ.
«Правда ПФО» интернет-кӑларӑм Чӑвашстат курӑмлатнӑ статистикӑна пичетленӗ: Чӑваш Республикинчен пӗлтӗр 21 пин те 59 ҫын куҫса кайнӑ, пирӗн пата 15 пин те 734 ҫын килсе тӗпленнӗ.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑран куҫса каякансенчен ытларахӑшӗ Раҫҫейӗн ытти регионӗнче пурӑнма тытӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах ют ҫӗршывсенче тӗпленнисем те пур: унашкаллисен йышӗ 2337 ҫын. Ҫапла майпа Чӑваш Енри миграци чакӑвӗ 5325 ҫынпа танлашнӑ. 2017 ҫулпа танлаштарсан 2218 ҫын ытларах.
Пирӗн пата пурӑнма куҫнисен пысӑк пайӗ — Раҫҫейӗн урӑх регионӗнчен. Чикӗ леш енчен 2191 ҫын куҫса килнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнакансен йышӗ ӳснӗ, Етӗрне, Патӑрьел тата Вӑрнар районӗсенче вара чакнӑ.
Тӗнче тетелӗнче кашни утӑмрах – ултавҫӑсем. Ҫавӑнпа ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Халӑх тетелӗсенче ларнӑ чухне ҫынсем мӗн ҫырнине ӗненмеллех-и?
Нумаях пулмасть Улатӑрта пурӑнакан 23 ҫулти хӗр 3 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӑх тетелӗнче аппӑшӗнчен ун патне ҫыру килнӗ, лешӗ укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Йӑмӑкӗ нимӗн шутламасӑрах кӑтартнӑ счет ҫине укҫа куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл аппӑшӗ патне укҫа ҫитнипе ҫименнине пӗлме шӑнкӑравланӑ. Лешӗ вара нимӗнле укҫа та ыйтман, йӑмӑкӗ страницӑна «ҫӗмӗрнӗ» ултавҫӑсемпе ҫырӑннӑ иккен.
Вӑрнарта пурӑнакан 29-ти хӗрарӑм никамран та кивҫен илмен. Анчах пӗр кунхине ун патне пӗлӗшӗ шӑнкӑравланӑ та кивҫене хӑҫан парса татассипе интересленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче ҫак хӗрарӑмран ҫыру килнӗ-мӗн, укҫа ыйтнӑ. Чӑннипе вара ку ӗҫ – ултавҫӑсен.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан 24-ри хӗр ӗҫ укҫин справкисӗрех кредит илме ӗмӗтленнӗ. Ун патне халӑх тетелӗнче «кредитор» ҫырнӑ, страховкӑшӑн 5 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Укҫа кӑтартнӑ счет ҫине куҫсанах «кредитортан» пӑс та юлман.
Суд приставӗсен ӗҫӗ ҫапла – парӑмсене шыраса илесси. Ҫав шутра – алимент укҫине те. Ҫак кунсенче приставсем алимент тӳлемен ҫынсем хӑш районсенче ытларах пулни пирки каласа кӑтартнӑ.
Алимент тӳлемесӗр парӑма кӗнисем Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче нумай. Ҫак муниципалитетсенче кашни 68-85-мӗш ҫын парӑмҫӑ-мӗн. Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк, Етӗрне, Муркаш районӗсенче вара ку енӗпе лару-тӑру лайӑх.
Алиментпа парӑма кӗнисен 9 проценчӗ – хӗрарӑмсем. Парӑма татмасан приставсем мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Акӑ кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне 2 пине яхӑн ҫынна автомобиль рулӗ умне ларма чарнӑ.
Пӗлтӗр парӑмҫӑсенчен 8,5 пин ача валли 175 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. 1400 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 673 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын двигатель туянасшӑн пулнӑ, анчах ун вырӑнне ӑна икӗ михӗ кирпӗч ярса панӑ. Куншӑн вӑл самай укҫа тӳленӗ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак арҫын полицие килсе йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче Chery Fora автомобиль валли двигатель сутнине курнӑ та кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Сутуҫӑ таваршӑн 27 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ, двигателе транспорт компанийӗ урлӑ ярса пама шантарнӑ.
Посылка килнӗ-ха, анчах унта двигатель мар, икӗ кирпӗч пулнӑ. Арҫын сутуҫӑ патне шӑнкӑравланӑ, анчах лешӗ телефона сӳнтернӗ ӗнтӗ. Полицейскисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл – Ярославльте пурӑнакан 29 ҫулти арҫын. Ӑна РФ ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи уйрӑмне илсе ҫитернӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑри онкологсем районсене тухӗҫ. Пӗрремӗш прием Етӗрне районӗнчи тӗп пульница ҫумӗнче иртӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче онкологсем Комсомольски районне ҫитӗҫ, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулӗҫ. Тухса ҫӳремелли приемсен графикӗпе паллашас тесен Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн сайтне кӗмелле. Специалистсем республикӑри хӑш-пӗр медучреждение икӗ хутчен ҫитесшӗн. Тухтӑрсем консультаци тата сӗнӳ панипе ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ – кирлӗ пулсан пациента онкодиспансерта тӗрӗсленмешкӗн тата сипленмешкӗн направлени параҫҫӗ.
Сӑмах май, онкодиспансер «Маммологи патрулӗ» профилактика проектне те пурнӑҫа кӗртет. Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен куҫса ҫӳрекен маммограф Элӗкри тӗп пульницӑра пулӗ.
Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче пурӑнакан Бариновсем пушар хыҫҫӑн ҫуртсӑр тӑрса юлнине, вӗсене тӳре-шара пулӑшма шантарнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫемье курӑмлӑ пулӑшу тивӗҫменнине, тӳре-шарана кӳреннине те хыпарланӑччӗ.
Нумаях пулмасть РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов пушарта шар курнӑ нумай ачаллӑ Бариновсене ҫурт туянса панӑ. Депутат ҫав ялтах ҫурт илнӗ.
Унччен маларах кил хуҫи хӗрарӑмӗ Наталья Баринова Николай Маловран пулӑшу ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн депутат сакӑр ачаллӑ ҫемье валли 510 пин тенкӗ тӑракан ҫурт туянса панӑ.
Аса илтерер: ку таранччен Бариновсем тара илнӗ ҫуртра пурӑннӑ. Вӗсем депутат парнеленӗ ҫурта ҫитес эрнере куҫасшӑн. Нуша курнӑ ҫумье валли ҫынсем укҫа та пухнӑ, ку нухрат вӗсене халь питех те кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |